Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри хут кӑларакан пӗртен пӗр хапрӑк юбилейне паллӑ тӑвать. Улатӑрти хут хапрӑкне уҫнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ.
Вӑл пӗр цехран ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вара вӑл — пысӑк комплекс. Хӑйсен транспорчӗ, администраци ҫурчӗ пур.
Фабрика промышленноҫ валли хут туса кӑларать: апат-ҫимӗҫ чӗркемелли, гофрокартун, гофротара. Унта вӑй хуракансен йышӗнче ҫамрӑксем те пур. Вӗсем малтан кунтах вӗреннӗ. Ӗҫ ветеранӗсем те тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Вӗсем пӗрремӗш рулона кӑларнине те астӑваҫҫӗ.
Хута мӗнрен тата мӗнле хатӗрлеҫҫӗ? Фабрикӑра тӑрӑшакансем хӑйсен ӗҫне мӗншӗн юратаҫҫӗ? 50 ҫулта мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ? Кун пирки фильмра кӑтартӗҫ. Вӑл «Раҫҫей 1» телеканалпа нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра эфира тухӗ.
Ытти ҫӗрте ҫимеҫҫӗ тесшӗн мар-ха. Сӑмахӑмӑр — шкулти апатлану пирки.
Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи шкулсенче вӗренекен мӗнпур ачана кӑнтӑрлахи апатпа тивӗҫтернӗ. Красноармейски районӗнче шкулта вӗренекенсен 95,8 проценчӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 96,9 проценчӗ, Шупашкарта 95,7 проценчӗ, Улатӑрта 95,2 проценчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта 94,9 проценчӗ, Ҫӗмӗрлере 94,6 проценчӗ шкулта апатланать.
Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата 17 районта ачасене шкулта кунне икӗ хутчен апат ҫитереҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакансен 97 процентне пӗлтӗр вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсенчен 98,9 проценчӗ шкулта апат ҫиет, 5–11-мӗш класра вӗренекенсенчен — 96 проценчӗ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне уҫнӑ. Мероприятие вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Чи малтанах районти паллӑ ҫынсем пирки документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ытти ҫӗрти пекех Улатӑр районӗнче те кашни профессирех ҫемье династийӗсем пур.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Романов маттуррисене чысланӑ. Администрацин тав хутне Кондратьевсен ҫемье династине панӑ. Вӗсен пӗтӗмӗшле стажӗ — 146 ҫул. Ҫавӑн пекех Герман династине те тав хучӗ тыттарнӑ. Вӗсен стажӗ 121 ҫулпа танлашнӑ.
Шкулта вӗренекен пултаруллӑ ҫамрӑксем вара ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Юрий Кисловӑн стипендине пама йышӑннӑ. Уявра пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ.
Сӑвӑс, килти тусанра пурӑнаканскер, аллерги пуҫарма пултарассине пирвайхи хут каланӑ чӑваш ӑсчахӗ Леонид Иванов паян 70 ҫул тултарнӑ.
Леонид Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӑсчахӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патофизиологи кафедрине ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Иванов пӗртен-пӗр аллерголог-иммунолог пулнӑ.
Профессор тусанра сӑвӑс пуррине пӗрремӗш палӑртнӑ. Вӑлах аллерги пуҫарнине каланӑ. Кун валли вӑл чылай тӗпчев ирттернӗ.
Республикӑра аллерголог-иммунологра ӗҫлекенсенчен пурте тенӗ пекех Леонид Иванов патӗнче вӗреннӗ. Хӗрӗ те ашшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Вӗсем ашшӗпе кӗнеке кӑларнӑ. Тӗпчевӗсенчен пӗри — трепел минерал. Вӑл Улатӑр районӗнче нумай. Леонид Иванов тӗпчевӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чирлӗ чылай ҫынна минералпа сиплеме пулать.
Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурсра Чӑваш Ен чысне те хӳтӗлӗҫ. Унта Улатӑрти пӗр шкул вӗрентекенӗ хутшӑнать.
Татьяна Гурина Улатӑрти 3-мӗш шкулта математика тата информатика предмечӗсене вӗрентет. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурсӑн финалне тухнӑ.
Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс икӗ тапхӑрпа иртет: куҫӑн тата куҫӑн мар майпа. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем уроксен методикине кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче вара вӗсене хӳтӗленӗ.
Татьяна Гурина икӗ тапхӑра та парӑнтарнӑ, финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.
Мӗн катӑн, ҫав шӑтать теҫҫӗ. Япӑх вӑрлӑхран ыррине илеймессине ял ҫынни аван ӑнланать. Ҫакна тӗпе хурса паян ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне, акӑ, хуҫалӑхсенче ҫуртисен вӑрлӑхӗ 48,5 пин тонна пулнӑ. Ку вӑл кирлинчен 1 процент нумайрах.
48,5 пин тоннӑран 60 проценчӗ — кондицие ларнӑ вӑрлӑх. Улатӑр районӗнче ун пекки 86 процент, Ҫӗмӗрле районӗнче — 83 процент.
Муркаш районӗнче кондициллӗ вӑрлӑх хальлӗхе 28 процент кӑна-ха.
Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче 108 звено ӗҫлет. Ку енӗпе Патӑрьелпе Комсомольски районӗсем уйрӑмах хастар — вӗсенче кашнинче ҫирӗме яхӑн бригада ҫине тӑрать.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Раҫҫей тата чӑваш пичечӗсен кунне халалланӑ уяв иртнӗ. Калем ӑстисене, телекуравпа радио ӗҫченӗсене саламламашкӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара килнӗ.
Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче ҫулталӑкӗпе палӑрнӑ кӑларӑмсене, пахалӑх паллине тивӗҫнӗ виҫӗ хаҫата асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тӑрӑшнипе республикӑри пулӑмсем Чӑваш Ен историне кӗрсе юлнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Шупашкар-Арена» пӑр керменне уҫни, командӑсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионачӗ, Республика кунӗ.
Уявра чи лайӑх МИХсене патшалӑх наградисем панӑ. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов виҫӗ кӑларӑма палӑртнӑ. «Советская Чувашия», Улатӑр районӗн хаҫачӗ, Вӑрнар районӗн хаҫачӗ, «Прессӑн ылтӑн фончӗ – 2016» II степень палла тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (17)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |